
Канаш лесничествинче 17 йывӑҫӑн хуппине такам сӳсе кайнӑ. Ку ӗҫе кам тунине хӑвӑртах тупса палӑртнӑ. Вӑрмар округӗнчи арҫын иккен.
17 лиственницӑна 1-1,2 метр ҫӳллӗш тавраллах хуппине сӳнӗ. Хуппине Вӑрмар округӗнчи арҫыннӑн килӗнче тупнӑ. Вӑл ӑна килӗ умӗнче ӳсекен туйӑсем айне сарса хунӑ. Ҫапла арҫын вӑрман хуҫалӑхне 750 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Вырӑна полицейскисене чӗннӗ. Ӗҫ-пуҫа вӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.

Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан арҫын патшалӑх укҫипе сурӑх туяннӑ. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе социаллӑ контракта вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Укҫапа Владимир Матвеев дорпер ӑратлӑ сурӑх туяннӑ. Ӑна аш валли усраҫҫӗ. Специалистсем ӗнентерне тӑрӑх, ку ӑрат пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх ӳсет.
«Социаллӑ контаркт мар пулсан хам тӗллӗн ун чухлӗ сурӑх туянайман пулӑттӑм», - тет иккен хушма хуҫалахра тар тӑкма хавхаланнӑ арҫын.

Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче 43 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрт кил хуҫисен 43-ри ывӑлӗ пирус туртнӑ чухне тимсӗр пулнӑран тухма пултарнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерес тесе 8 ҫӑлавҫӑпа 2 техника ӗҫленӗ. Пушар 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкекре кил хуҫисен ывӑлӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ Бахтиер Холиковӑн машининче сирпӗнекен хатӗр тупнӑ. Ҫакна йӗрке хуралӗн органӗсем те ҫирӗплетнӗ.
«Контактри» «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, полковник нумаях пулмасть пурнӑҫӗшӗн шикленсе пурӑнмалли вырӑна улӑштарнӑ. Унӑн Кивӗ Вӑрмар ялӗнче килӗнче ӑслӑ камера пур. Вӑл ҫӗрле машина патне такам пынине систернӗ. Полковник ятарлӑ службӑсене чӗннӗ. Саперсем сирпӗнекен хатӗре сиенсӗрлетнӗ.
Следстви ҫакна Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби тума пултарнӑ тесе шутлать: кун валли вӗсем Чӑваш Енре ҫын тупма пултарнӑ.

Вӑрмар округӗнче пурӑнакан каччӑ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл ӗненсе 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
Ун патне хӑйӗнпе «ҫыхӑну операторӗ» тесе паллаштарнӑ палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер сим-карттӑпа усӑ курмалли вӑхӑт вӗҫленнине, килӗшӳ тумаллине пӗлтернӗ. Кайран смс-ҫырупа килнӗ кодсене калама ыйтнӑ.
17 ҫулти яш вӗсене йӑлтах ӗненнӗ, ҫапла темиҫе ҫул пухнӑ укҫана куҫарса панӑ. Хӑйне улталанине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.

Вӑрмар округӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Михайловна ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫитнӗ.
Мария Николаевна хӗрӗпе пурӑнать. Пурнаҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчӗклех вӑл тӑлӑха юлнӑ, ача чухнех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах йывӑрлӑхсем те унӑн чунне хытарман, вӑл паянхи кун та пурнӑҫпа киленме, шӳтлеме пӗлет.
Мария Николаевна хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Малтанах вӑл хӑйӗн патне Элтепер килнине ӗненмен те.

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистӗнче ӗҫленӗ Иван Путяков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Иван Путяков — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кутеснер ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл музыка комедийӗн театрӗн актерӗн ӑсталахне алла илнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Ҫамрӑксен театрӗн труппине йышӑннӑ. Унта вал 70 ытла сӑнара калӑпланӑ.

Ҫӗрпӳре республикӑри ял спорчӗн вӑййисен иккӗмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Тӗрлӗ округран килнӗ ҫынсем МТЗ-82 трактора итлеттернӗ, ятарлӑ трассӑпа ҫӳрнӗ.
Арҫынсен хушшинче Вадим Головин (Елчӗк округӗ), Борис Головин (Елчӗк округӗ), Евгений Петров (Вӑмар округӗ) мала тухнӑ.
Хӗрарӑмсен хушшинче Эльвира Чугунова (Вӑрнар округӗ), Надежда Концова (Ҫӗмӗрле округ), Алена Ефимова (Шупашкар округӗ) малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Виҫӗ кун каялла Вӑрмар округӗнче 66 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл кӑрлачан 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Наумова (Леонтьева) Галина Ивановна – Вӑрмар поселокӗнчен. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмар, ҫӳҫӗ хӗрлӗ. Ҫав кун бирюза тӗслӗ куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хӗрарӑма курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 800 700-54-52 е 89777084704 Екатерина (Кирейчик).

Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем халӑх коллективӗ ята хӳтӗлӗҫ.
Карлач уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче (вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ) Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнчи, «Салют» культура ҫуртӗнчи, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи халӑх коллективӗсен концерчӗсем иртӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнчи 7 коллективӑн пултарулӑхне хаклӗҫ. Ҫав шутра «Уяв» фольклор ансамблӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Нарспи» юрӑ ансамблӗ, «Сарпике» ташӑ ансамблӗ, «Тантӑш» ача-пӑча ташӑ ансамблӗ.
